Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫеҫпӗл прози

Ҫеҫпӗл Мишшине эпир ытларах сӑвӑҫ пек пӗлетпӗр. Унӑн прозӑласа ҫырнӑ хайлавӗсем те пур. Тӗслӗхрен, 1918 ҫул пуҫламӑшӗнче «Хыпар» хаҫатра сӑвӑҫӑн «Ҫапла пулӑшатпӑр-и?» тата «Пирӗн вӑй» ятлӑ статйисем пичетленеҫҫӗ. 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 5(18)-мӗшӗнче ҫав хаҫатрах («Чӑваш пурнӑҫӗ» ярӑмра) Ҫеҫпӗлӗн тепӗр хыпарӗ кун ҫути курнӑ. Унта вӑл хӑй Хусантан Шӑхран (хальхи Канаш хулин малтанхи ячӗ) станцине ҫитни, унта чӑваш салтакӗсемпе пӗрле калаҫса ларни ҫинчен хыпарлать. «Пит те тӗлӗнсе эпӗ савӑнтӑм чӑваш тӑванӑмӑрсем ҫине пӑхса, — хавхаланса пӗлтерет Касаккасси каччи, — ӗлӗк ҫакӑн пек станцисенче чӑвашсен сассисем илтӗнместчӗҫ, вӑрттӑн анчах кӗтессенче пӗр-пӗринпе пӑшӑлтататчӗҫ. Халӗ пит аван хамӑр чӗлхепе калаҫса савӑнса кулкалаҫҫӗ».
Ҫеҫпӗл ҫав салтаксене чӑваш хаҫачӗн тӑватӑ номерне вуласа парать, чӑвашла утмӑл кӗнеке сутать.
«Ҫапла пулӑшатӑр-и?» ятлӑ статьяра Ҫеҫпӗлӗн сӑнар тӑвас ӑсталӑхӗ уҫӑмлах паллӑ. Малтан вӑл йывӑр саманан тӗп палли — выҫлӑх аптратни — ҫинчен асӑнса илет, унтан Шӗкӗр ялӗнче хӑй илтнӗ калаҫусене ҫырса кӑтартать: «Ҫамрӑксем улахсенче, ваттисем те халӑх ҫинче калаҫаҫҫӗ:
— Вӑрҫӑра салтаксем кунне ҫуршар кӗрпенке анчах ҫиеҫҫӗ. Хуласенче ҫимӗҫ ҫук! — теҫҫӗ.
Кӑрчамасем ӗҫсе ларнӑ чух та кӑна ҫӑвартан пӑрахмаҫҫӗ. Пӗр-пӗр ҫамрӑк салтак арӑмӗ те ӗҫкӗре кукӑркаланса:
— Юлташӑм хӑҫан таврӑнӗ-ши, выҫӑ вилмесен юрӗччӗ! — тесе юрлать».
Малалла автор Шӗкӗр ҫыннисем хӑйсен мӑкаҫей тыррине (халӑхран вӑрлӑх валли пухнӑ тырра) выҫӑ салтаксем валли илсе каясран хӑраса килрен киле валеҫсе тухни ҫинчен пӗлтерет. Тырӑ валеҫсе ӑшӗсене хыптарнӑскерсем сӗлӗ сутса сӑра илеҫҫӗ те «ҫӗрӗпех янраса, кӑшкӑрса лараҫҫӗ» иккен.
Малалли ӳкерчӗк татах та витӗмлӗрех: «Пуянни те, чухӑнни те ӗҫкӗ тӑвать. Тӑлӑпли те ӗҫет, ҫӗлӗкӗ тӑрри ҫӗтӗкки те кая юлмасть, ҫын сиккипех сикес тет. Ҫӗрле урамра яшсемпе чупакан, упӑшкасӑр ача тунӑ салтак арӑмӗсен, ӳсӗрсен юрри ыйӑхлӑ ял тӑрӑх ян ярать, аякра, ял вӗҫӗнче, тӳпелешсе хаяррӑн шуйӑхни илтӗнет».
Малалла автор хирӗҫле сӑнар калӑплать, нӳрлӗ окопсенчи выҫӑ салтаксем ҫинчен каласа парать. «Киле килме тухнӑ салтаксем выҫӑ вилеҫҫӗ; хуласенче пирӗн пек чунлӑ ҫынсемех выҫӑпа вӑйран кайнӑ, ачасем ӗсӗклесе йӗрсе улаҫҫӗ...» — хирӗҫле ӳкерчӗк тӑвать автор. Унтан вӑл каллех Шӗкӗр ялне сӑнлать. «Ватти-ҫамрӑккисем ӳсӗрӗлсе: «Кӑрчама тӑвакана турӑ сывлӑх патӑр», — тесе юрра яраҫҫӗ».
Вӗҫӗнче ҫыравҫӑ риторикӑн ыйту мелӗпе усӑ курса вулавҫӑран ҫапла ыйтать: «Савнӑ чӑваш, ҫапла пулӑшатӑн-и эсӗ выҫӑ вилекен тӑвануна?.. Ывӑлу ҫӑкӑр ыйтсан чул анчах паратӑн-и?» Юлашкинчен чунӗ кӳтсе ҫитнӗрен вӑл ҫапла тарӑхса калать: «Эх, выҫҫа тутти мар, выҫҫи анчах паллать пуль!»
«Пирӗн вӑй» статьяра Ҫеҫпӗл чӑваша ытти халӑхсем мӑшкӑл ан кӑтартчӑр тесен мӗн-мӗн тумалли пирки шухӑша путать. Чӑваш тӗп хысни (хальхилле — казначейство) тусан чӑвашсем влаҫа хӑйсен аллине илессе шанать вӑл. Малалла каллех ҫав «мӑшкӑлу мотивӗ» палӑрать: «Пирӗн тӗттӗм пӳртсене те вӗренӳн ҫути кӗрсе ҫутатса ярӗ. Вырӑс-мӗн мӑшкӑлласан ҫӗлӗке пусса лартса, пуҫа чиксе чӗлхесӗр выльӑх пек сӑмахсӑр пулмӑпӑр...» Тепӗр тӑватӑ предложенирен каллех ҫав кӗвӗллӗ сӑмахсем тӗл пулаҫҫӗ: «Кирек ӑҫта тухсан та чӑваш тӑлӑххӑн, мӗскӗннӗн хӑраса ҫӳремӗ. Тин вара ҫунса, ялкӑшса чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелӗ тухӗ те Чӑваш ҫӗрне, нумай асап курнӑ ҫӗре, хӑй ҫуттипе ачашласа, ҫутатса ярӗ!..»
«Пирӗн вӑй» статья, тӗрссие каласан, чӑваш интелегенцийӗн революции вӑхӑтӗнчи программӑлла манифесчӗ вырӑнне пулнӑ.
Тутарсем ун чухне уйрӑм ҫар, хӑйсен тӳре-шарине тӑвасшӑн ҫуннӑ, наци республики йӗркелеме ӗмӗтленнӗ. Чӑвашсен мал ӗмӗтлӗ еннех туртӑннӑ. «Кун пек кутсӑр-пуҫсӑр саманара, пӗтӗм вырӑс халӑхӗ урса кайнӑ чух, пирӗн чӑвашсен хамӑр юратнӑ пуҫлӑхсенчен чӑваш тӳре-шари тусан, питӗ аван пулӗччӗ, — чӑваш ӗмӗтне палӑртать Ҫеҫпӗл Мишши. — Вырӑс кӑларнӑ йӗркепе мар, хамӑр килӗшекен йӗркепе пурӑнасчӗ. Вырӑссем халь хамӑр укҫанах пире кирлӗ ҫӗре парасшӑн маар пулсан, пирӗн чӑвашӑн куланай укҫине вырӑс аллине ӑсатас марчӗ те, хамӑр пӗлнӗ пек, вырӑссенчен ыйтамасӑр, усӑллӑ ҫӗре ярасчӗ. Чӑваш пулкки (полкӗ. — ВР.) тӑвасчӗ».
Вӗсене (Тӗп Хыснана, полка) тытса тӑма кашни чӑвашран пӗрер тенкӗшер те пулни куланай (хырӑҫ) пуҫтарма сӗнет поэт. Вара ирӗклӗ чӑвашсем кӑткӑсем пек тӑрӑшса та канлӗн ӗҫлӗҫ, шкулпа чиркӳре те, хулапа ялта та чӑваш чӗлхи янӑраса канна тӑрӗ тесе ӗмӗтленет Ҫеҫпӗл Мишши.

«Вӑрман ачисем»

Хайлава Ҫеҫпӗл ҫичӗ сыпӑка пайланӑ. Вӑл кино сценарийӗ пекрех монтажлӑ пулса тухнӑ. Кашни сыпӑк уйрӑм кадрсен ушкӑнне аса илтерет. Ҫакна хайлав пуҫламӑшӗнчех туйса илме пулать: «Йӗри-тавра сӗм вӑрман. Ҫил улать, йӗрет. Вӑрман хӗрринчи сӑрт ҫинче ватӑ юман хаяррӑн шатӑртатса ларать; сӑрт айӗнче ҫырма хӗрринче пӗчӗк лаҫсем сапӑнса ларнӑ. Ухилле мучи кил картине ҫӳллӗ хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ; кил варринче пӗчӗк чӳречесемлӗ хура пӳрт ларать».
Ҫыравҫӑ кунта чӑвашӑн ӗмӗртен-ӗмӗре куҫса пынӑ мифологилле тӗнчине ӳкерсе кӑтартнӑ. Хайлав ятӗнче палӑртнӑ вӑрман ачисем — сӑрт айӗнчи ҫырма хӗрринче пурӑнакан чӑвашсем. Вӗсем ку таранччен сӑрт ҫинчи киремет хӳттинче пурӑннӑ, халӗ вара ӑна мана пуҫланӑ иккен. Ҫакна эпир автор ватӑ Ухилле шухӑшне каласа панинчен пӗлетпӗр: «Эх, самана, самана, ваттисен йӑлине пӑраха пуҫларӗҫ. Эй, авал халӑх карласа кашни ҫӗн уйӑхӑн ватӑ юман патне пуҫтарӑнатчӗ, халь ҫулталӑкра пӗр-иккӗ пуҫтарӑнкалаҫҫӗ. Манчӗҫ сана, аслӑ Киремет, манчӗҫ!»
Чӑваш хӑй тӗнчинче хӑйне тӗреклӗ те ҫирӗп туйнӑ. Ҫакна автор Ҫӑлтӑр (ку ята вӗҫсӗрлӗхӗн, Пысӑк Вӑхӑтӑн, пӗтӗмӗшле каласан, Космосӑн символӗ тесе ӑнланмалла) ятлӑ каччӑ юрланӑ юрӑ урлӑ та систерет:

Э-э-эй! Авал паттӑр 			
Атӑл пулнӑ тет... 			
Маттур паттӑр 			
Атӑл пулнӑ тет...
Ашшӗ пулнӑ тет
Э-э-эй! Ырӑ киремет.

Хайхи сӑрт ҫинчи аслӑ Киремет сӑнарӗ историре пулнӑ Атилла (V ӗмӗрте пурӑннӑ хунсен патши) ашшӗн сӑнарӗпе пӗрлешсе кайрӗ. Кунта Ҫеҫпӗл Мишши Турхан Энтрин «Чӑваш историйӗ» ятлӑ очеркне (вӑл «Хыпарта» 1917 ҫулта пичетленнӗ) вулани, унти хӑш-пӗр фактсемпе усӑ курни сисӗнет. Унта ҫапла йӗркесем пур: «Атӑлӑн ӳтне унӑн халӑхӗ кӗмӗл тупӑк ӑшне хурса, Дунай шывне пӗвелесе чавса вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре ярса, шыв тӗпӗ типсен ҫавӑнта чавса пытарнӑ тет. Унтан пӗвине татса шывне хӑйӗн вырӑнне ярса савнӑ пуҫлӑхӑн ӳтне шывпа витнӗ тет».
Ҫеҫпӗл хайлавӗнчи Ҫӑлтӑрӑн юрри акӑ мӗнле сӑмахсемпе вӗҫленет: «Вилнӗ вӑрҫӑра Ҫапӑҫнӑ чухне, Пытарнӑ ӑна Ылттӑн тупӑкпа Тинӗсӗн тӗпне».
Ҫапла вара, Ҫӑлтӑр чӑвашсен авалхи паттӑрлӑх вӑхӑтне, халӑхӑн мухтавлӑхне аса илсе юрлать. Ҫеҫпӗл ятлӑ ҫамрӑкӑн юрри вара вӑрманпа тата шӑпчӑк кайӑкпа ҫыхӑннӑ: «Шӑпчӑк, шӑпчӑк, Пӗчӗк кайӑк, Тарам пӗчӗк пулсан та Мӑн вӑрмана ян ярать».
Ҫак сӑмахсен вӑрттӑнлӑхне пӗлме каллех Э.Турханӑн «Чӑваш историйӗ» очеркне пӑхса илме тивет. Унта тутарсем мӗнпур пӑлхар ҫӗрне тытса илни ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн ҫапла ҫырни пур: «Хайхи пӑлхар ҫӗрӗнчи сӗм вӑрмансем пӑлхарсене нумайӑшне тарса пытанма вырӑн пулнӑ. Ҫав сӗм вӑрмансем, пуринчен те ытла Атӑлтан хӗвел анӑҫӗнчи Сӑр вӑрманӗ, телейсӗр мӗскӗн чӑваш халӑхне хӑйӗн йывӑҫ ҫулҫисем айне пытарнӑ. Тутарсем пыра пуҫласан, ян-ян кайсан чӑвашсене инкек ҫывӑххине систерсе тӑнӑ. Тутарӗсене ҫулҫисемпе ҫупса, пӑшӑл-пӑшӑл туса «чӑваш ҫук» тесе суйса янӑ. Тутарсем иртсе кайсан тин хура вӑрман шӑпчӑкӗсем хӑйсен хаваслӑ юррисене юрласа шӑши чӗреллӗ чӑваш халӑхне вӑрмантан тухса пӗр хӑрамасӑр ӗҫе тытӑнма чӗннӗ.
Тавтапуҫ сана, сӗм вӑрманӑм!
Эсӗ тӗнчере пулман пулсан, ху ҫулҫупа ман асаттесене тӑшмансенчен ҫӑлман пулсан ҫут тӗнчери хӳхӗм кунсене эпӗ те, чӑваш, кураймӑттӑм, хам пуҫӑма ҫӳле тытса чӑваш ятне йӑтаймӑттӑм. Чӑваш тесен чӗре ӑшшӑн хавасланса выляймӗччӗ. Хам халӑхӑн чыс-чапӗшӗн чунӑм ҫунса вӗреймӗччӗ. Тавтапуҫ сана!»
Эппин, шӑпчӑк мӑн вӑрманта юрлани вӑл халӑха ӗҫе йыхӑрнине, ҫывӑхра тӑшмансем ҫукне пӗлтернӗ. Сӗм вӑрман — чӑвашӑн ҫӑлӑнӑҫӗ, хӳтлӗхӗ. Ҫӑлтӑр юрри чӑвашсен паттӑрлӑхне аса илтернӗ терӗмӗр. Ҫеҫпӗл ятлӑ ҫамрӑкӑн юрри вара Сӑр вӑрманӗсенче хӳтлӗх тупнӑ шиклӗ чӑвашсен вӑхӑтлӑх хавхалану юрри. Ҫак тапхӑрта (XIII_XIX ӗмӗрсенче) чӑваш халӑхӗ, Э.Турхан калашле, «шӑши чӗреллӗ» пулса тӑнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫак хӑравҫӑлӑхпа мӑшкӑлу мотивӗсене пӗрлештерсе хирӗҫ тӑруллӑ фабула йӗркелет. Йӑх пуҫӗ Ухилле хӑйӗн ывӑлӗсемпе ял халӑхне Киремете маннӑшӑн ӳпкелет. Унӑн «ӗҫлӗхсӗрленсе выртма» юратакан Сӳхепи ятлӑ ывӑлӗ ашшӗне ҫапла сӑмахсемпе вӑрҫать: «Ват супнӑ, киремет, киремет. Акӑ вырӑссем шӑн¬кӑравсемпе шанкӑртаттарса килсен куланай ӑҫтан тупса парӑпӑр-ха? Чӳк тӑвас, ҫырлахтарас! Тиек хулӑпа ҫунтара пуҫласан _ чӳк тӑвӑн _ лайӑх!»
Кунта Сӳхепи шикленни, куланай пухакан вырӑссенчен (каярах мӗнпур вырӑсран) хӑрани курӑнать. Ҫапах та вӑл хӑйӗн тӗнче касса ҫӳрекен Микур вӑртахӗн сӗнӗвӗпе килӗшет, вырӑс хушшине чугун ҫул хывнӑ ҫӗре ӗҫлеме кайма пулать. Хӑйӗн хӑтланӑвне ҫапла ӑнлантарать вӑл: «Шутласан каймалла пек те туйӑнать. Часах выҫӑ лармалла пулӗ. Ҫӑвар нумай — тырри пулмасть. Кайӑксем Атӑлтан леш енне куҫнӑ тет атте. Ӑҫтан этем пулас! Кайсан луччӗ!»
Вунӑ чӑваш инҫе ҫула тухма хатӗрленет. Ӗҫ ӑнӑҫмасси малтанах сисӗнет. Ваттин пилне илес вырӑнне Сӳхепи ашшӗпе харкашать, вӗсем вырӑс тиеке кирлӗ хутсем тутарнӑшӑн икӗ тилӗпе пӗр юпах тиха «парнелеҫҫӗ». Эртеле хӑравҫӑ та ҫапкаланчӑк Микур ертсе кайни те йӗркеллӗ мар пек. Сӑр шывӗ хӗрне ҫитнӗ-ҫитменех вӗсен икӗ лашине вырӑссем ӑна пула туртса илеҫҫӗ, хӗнесе тӑкаҫҫӗ. Ирӗке тухсан Микурӗ ҫапла каппайланса илет: «Юрать хам вырӑсла пӗлеп. Эп пулман пулсан хупса лартатчӗҫ-ха!»
Малалла та ӑнса пымасть тӑван ялӗнчен инҫетелле кайса пыракан чӑвашсен. Малтан Шӑнкӑрча, унтан Ҫеҫпӗле ҫухатаҫҫӗ. Кайран Микур пӗр лаша ҫине утланса эртеле пӑрахса тарать. Халӗ тин ӗнтӗ Сӳхепи ашшӗн сӑмахӗсене аса илет. Автор ҫав саманта кӗскен ҫырса кӑтартать: «Сӳхепи чӗрине хуйхӑ кӗрсе ҫунтарса ячӗ те аякри аслӑ вӑрман, ял, аслӑ Киремет аса килсе кайрӗ. Сӳхепи вӑрмана кӗчӗ те пӗр йывӑҫ умне чӗркуҫленсе кӗлтӑва пуҫларӗ».
Эртел каялла тарать. Вӗсене вӑрӑ вырӑнне хурса вырӑссем хӑвалаҫҫӗ. Ҫав саманта автор харкамҫӑ куҫӗпе курӑмлӑн сӑнланӑ: «Акӑ Сӳхепи умӗнче улӑх варринчи утӑ куписем ҫаврӑнса кайрӗҫ... Пур япала та ҫаврӑнса кайрӗ. Ун ҫумӗнче Паккайпа Тӑмпа лашисем ҫинчен ывтӑнса кайрӗҫ. «Эй, турӑ!» — тесе сехӗрленни илтӗнсе кайрӗ. Тяккапа Маккан айӗнче лашисем йӑванса кайрӗҫ. Сӳхепи вӗсен урлӑ сиктерсе кайрӗ, лешсем лашисен айӗнче харлатса юлчӗҫ. Лайӑх курать Сӳхепи — Сӑр урлӑ Тимккапа Ҫӑлтӑр ишсе ҫыран хӗрне ҫитеҫҫӗ».
Сӳхепи те хӑй шыв урлӑ каҫса хӑтӑласса шанать, лаши-качки Сӑр шывне сикет. Вӑл вилнӗ саманта автор сӑнарлӑн ҫырса кӑтартать: «Курать — икӗ вырӑс ӑна ҫыран ҫинче пӑшалпа тӗллесе тӑраҫҫӗ. Пӑшал сасси илтӗнмест; пӑшал вӗҫӗсенче тӗтӗм курӑнчӗ те Сӳхепи тавралла шыв хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ. Лаши те, Сӳхепи те ҫаврӑнса юхӑмпа пӗрле кайрӗҫ.
Пӗлӗт тап-таса, кӑн-кӑвак, пӗчӗк пӗлӗт татӑкӗсем ҫинче хӗп-хӗрлӗ хӗлхемпе хӗвел вылять. Юхса пырать Сӳхепи, ун умӗнче хӑйӗн ачисем чупса ҫӳреҫҫӗ; ашшӗ, ватӑ Ухилле, тырӑ вырать. Сӑрт ҫинче ватӑ юман кашласа ларать...»
Сӳхепи хӑйӗн йӑнӑшне — Киремете манма юраманнине — кая юлса ӑнланчӗ. Вӗсем ҫапкаланчӑк Микур хыҫҫӑн кайса хӑйсен пуҫӗсене хӑйсемех ҫирӗҫ. Ку кӑна-и-ха? Тимккапа Ҫӑлтӑр тӑван ялне ҫитсессӗн сӑрт ҫинчи аслӑ юман ҫилпе хуҫӑлса выртнине кураҫҫӗ. Шурӑ сухаллӑ Ухилле те ывӑлӗсем вилнине пӗлсен симӗс курӑк ҫине кайса ӳкет. Ҫакӑнпа хайлав вӗҫленет, анчах та вулавҫӑ ҫав ватӑ ҫын урӑх тӑраймасса пӗлет, мӗншӗн тесессӗн ял чӑвашӗн тӗрекӗ — сӑрт ҫинчи аслӑ юман — тӳнсе выртнӑ.
Хайлав идеи тӗрлӗ халӑхсене хирӗҫлетнинче мар, чӑваша истори харкам хупӑнчӑклӑх (самоизоляция) патне илсе ҫитернин синкерлӗхне кӑтартнинче. Ҫав шухӑш Ҫеҫпӗлӗн Э.Турхан очеркне вуланӑ хыҫҫӑн тӗвӗленни иккӗленӳсӗр. Ҫав хушӑрах вӑл илемлӗ идейӑна Киремет юманӗ тавра ҫыхса пӗрлештерет, символла сӑнар калӑплать. Хайлав эпикӑлӑх тата философилӗх енне сулӑнать.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-14 15:39:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7697 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем